System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.axft73kc.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Разработка урока.Марфа Трубина "Хонаран" / / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Get Adobe Flash player
Разработка урока.Марфа Трубина "Хонаран"

IX класс программи

 

Темǎсене вĕренме – 40 сехет

 

Тĕрĕслев диктанчĕсем валли – 4 сехет

 

Çыру ǎсталǎхне аталантарма – 8 сехет

 

Пĕтĕмпе – 51 сехет

 

Чǎваша чǎваш чĕлхи кирлĕ ( калаçу)(1 сех)

 

Хутлǎ предложени ( 3 сехет)

 

1. Хутлǎ предложении çинчен пĕтĕмĕшле ǎнлантарасси. Хутлǎ предложенири хутсǎр предложенисене     çыхǎнтаракан мелсем: союзсем, союзла самахсем, хыçсǎмахсем,  аффикссем, вырǎнĕ йĕрки, интонации пĕрлĕхĕ.

Хутлǎ предложенисен тĕсĕсем: сыпǎнуллǎ хутлисем, пǎхǎнуллǎ хутлисем, союзсǎр хутлисем.

2. Хутлǎ предложенисене хутсǎррисенчен уйǎрасси. Хутсǎр предложенисене пĕр пĕрлĕхе çыхǎнтаракан мелсене тупса палǎртасси, çав мелсем тǎрǎх хутлǎ предложенисен тĕсĕсене уйǎрма вĕрентесси.

Пĕр тĕрлĕ хутлǎ предложение тепĕр тĕрлипе ылмаштарасси, ылмаштарни предложении содержанине улǎштарманнипе улǎштарнине сǎнасси.

 

Сыпǎнуллǎ хутлǎ предложени (  4 сехет)

 

1. Сыпǎнуллǎ хутлǎ предложенири хутсǎр предложенисене çыхǎнтаракан союзсем. Чарǎну паллисем лартасси.

2. Сыпǎнуллǎ хутла предложенисене тĕрĕс интонаципе вуласси. Пĕр текстах тĕрлĕ мелсемпе çыхǎнакан хутсǎр предлженисемпе йеркелесе текст ритмипе стилĕ еплерех улшǎннине сǎнасси.

 

Союзсǎр ( е ятарлǎ мелсĕр) хутлǎ предложенисем ( 10 сехет)

 

1. Союзсǎр хутлǎ предложенири хутсǎр предложенисен çыхǎнǎвĕ, пĕлтерĕшĕ.

Союзсǎр хутлǎ предложенисенче чарǎну паллисем лартасси.

2. Союзсǎр хутлǎ предложенисенчи хутсǎр предложенисен шухǎш çыхǎнǎвне терлĕ интонаципе палǎртасси: шутлав интонацийĕпе, хирĕçлев интонацийĕпе, ǎнлантару интонацийĕпе.

Калаçупа çырура союзсǎр хутлǎ предложенисене тĕрĕс йĕркелесси.

 

Чĕлхе тата пуплев ( 5 сехет)

 

1. Мĕн вǎл чĕлхе тата пуплев? Пуплев стилĕсем: кулленхи калаçу стилĕ, ĕçлĕ стиль, публицистика стилĕ.

2. Тĕрлĕ стильпе çырнǎ хайлавсене пĕр-пĕринчен уйǎрасси. Вулакан хайлавсенче тĕрлĕ стильпе çырнǎ сыпǎксене тупса палǎртасси. Ĕç хучĕсен тĕсĕсемпе паллаштарасси.

 

Пǎхǎнуллǎ хутлǎ предложенисем (  23 сехет)

 

1. Пахǎнуллǎ хутлǎ предложени   пайĕсем: тĕп предложении, пǎхǎнуллǎ предложении. Вĕсене çыхǎнтаракан мелсем: союзсем, союзла сǎмахсем, хыçсǎмахсем, аффикссем, вырǎнĕ йĕрки.

Пǎхǎнуллǎ предложенисен пĕлтерĕшлĕ ушкǎнĕсем. Кашни пĕлтерĕш çыхǎну мелĕсене хǎйне кура ыйтни.

Хаш-пĕр пǎхǎнуллǎ хутлǎ предложенисем тытǎмĕпе хутсǎр предложении енне туртǎнни.

Пǎхǎнуллǎ предложенин хутлǎ предложенири вырǎнĕ.

Пахǎнуллǎ предложении тĕп предложение пĕтĕмĕшлĕн  е унǎн пĕр-пĕр пайне кǎна ǎнлантарни. Çак уйрǎмлǎх хутлǎ пĕрлĕхĕн интонацийĕнчен те палǎртни.

Пǎхǎнуллǎ предложении туллии маар пĕлтерĕшлĕ исǎмаха ǎнлантарса содержании енчен унпа пĕрлешсе кайни.

Пǎхǎнуллǎ хутлǎ предложенинче чарǎну палли лартасси.

Хутлǎ предложенинчи хутсǎр предложенисем тĕрлĕ мелпе çыхǎнни ( кǎткǎс тытǎмлǎ хутлǎ предложенисем).

3. Пǎхǎнуллǎ хутлǎ предложенисене май пур çĕрте сыпǎнуллисемпе  е союзсǎррисемпе ылмаштарасси. Ылмаштарнǎ хыççǎн текст сǎн-сǎпачĕпе стилĕ, шухǎш сĕмĕсем улшǎннипе улшǎнманнине сǎнасси.

Пǎхǎнуллǎ хутлǎ предложенине хутсǎрринчен уйǎрасси. Пǎхǎнуллǎ предложенисен пĕлтерĕшĕсене палǎртасси, çав пĕлтерĕшсем çыхǎну мелĕсем урлǎ палǎртнине сǎнасси.

Пǎхǎнуллǎ предложение хутлǎ предложенири хутлǎ пĕрлĕхĕн шухǎшне кура вырнаçтарма пĕлесси.

 

Чǎваш çырулǎхĕн аталанǎвĕпе хальхи сǎн-сǎпачĕ ( 2 сехет)

 

Кивĕ çырулǎх ( 1872 çулччен), унǎн хǎш-пĕр палǎкĕсем: тĕн кĕнекисем, Н.И.Золотницкий календарĕ тата ытти. И.Я.Яковлев – çĕнĕ çырулǎх никĕсне хываканĕ. Ǎна пулǎшакансемпе ( В.А.Белилинпа С.Н.Тимряков) ертсе пыраканĕ ( Н.И. Ильминский профессор). И.Я.Яковлев алфавичĕ. Çак алфавитпа тухнǎ паллǎрах кĕнекесем, вĕсенче И.Я.Яковлев литература чĕлхин никĕсне хывни.

И.Я.Яковлевпа Н.И.Ашмаринǎн туслǎ çыхǎнǎвĕ.

Совет тапхǎрĕнчи чǎваш çырулǎхĕ, унǎн хальхи сǎн-сǎпачĕ.

 

Çыхǎнуллǎ пуплеве аталантарасси ( 3 сехет)

 

Текст, унǎн тĕсĕсем, уйрǎмлǎхĕсем, текста ушкǎнласси, абзацсем çине пайласси.

Калав, сǎнлав, ǎслав мелĕсемпе тĕрлĕ темǎпа сочинении çырасси.

Доклад, реферат хатĕрлесси. Çын умĕнче сǎмах каласси.

Тĕрлĕ адреспа çыру, ĕç хучĕсем çырасси.

 

Синтаксис вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси ( 2 сехет)

 

Чĕлхе тата пуплев. Пуплев тĕсĕсем: çыру тата калаçу. Чĕлхе пуплевре аталанни.

Синтаксис мĕн çинчен вĕрентет? Мĕн вǎл предложении? Предложенипе сǎмах майлашǎвĕн уйрǎмлǎхĕсем.

Пуплеври сǎмахсене пĕр-перинпе çыхǎнтаракан мелсем.

Предложенири шухǎш тĕшши, ǎна палǎртмалли мелсем.

Хутсǎр предложенири саамах йĕрки мĕнрен килни. Сǎмах йĕркин функцийĕсем: çыхǎну функцийĕ, темǎпа ремǎна уйǎрасси, шухǎш тĕшшине палǎртасси.

Хутсǎр предложенири чарǎну паллисем: поджлежащипе сказуемǎй хушшине тире лартасси. Дополненипе обстоятельствǎсене запятойпа е тирепе уйарасси, чĕнÿпе кÿртĕмсене уйǎрасси.

Хутлǎ предложенири чарǎну паллисем: запятой, точкǎпа запятой, тире, икĕ точка лартасси.

Хутлǎ предложении тĕсĕсем.

Пǎхǎнуллǎ предложенисен пĕлтерĕшĕсем.

 

9 – мĕш класс пĕтерекен ачасен мĕнмĕн пĕлмелле:

 

- сасǎпа сас палли хушшинчи уйрǎмлǎха ǎнлантарма;

- уçǎ сасǎсемпе хупǎ сасǎсен ушкǎнĕсем çинчен каласа пама;

- хупǎ сасǎсен янравлǎхĕпе çемçелĕхне ǎнлантарма;

- пуплев пайĕсемпе вĕсен формисене пĕрпĕринчен уйǎрма;

- сǎмах пулǎвĕпе сǎмах улшǎнǎвне пĕрпĕринчен уйǎрма;

- чĕлхепе пуплев мĕн иккенне, чĕлхе пуплевре кǎна палǎрнине, пуплевре кǎна аталанма пултарнине ǎнлантарма;

- калаçура та, çырура та сǎмах йĕркине кирлĕ пек тытса пыма;

- тĕрлĕ темǎпа хайлав çырма;

- пĕрпĕр темǎпа кĕске доклад тума, тухса калаçма;

- ĕçлĕ çыру е хǎшпĕр ĕç хучĕсене çырма (ыйту, акт, характеристика).

 

Rambler's Top100 TopList