System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.e2kibjas.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Аннотация к рабочей программе по чувашскому языку 8 класс / МБДОУ "Детский сад "Золотой ключик" г. Ядрин / Портал образования ЧР

Внимание!!!

Портал образования Чувашии закрыт

Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

Образование Чувашии
Единая Образовательная
Информационная Среда
Чувашской Республики
Поиск
1 Сведения об образовательной организации Основные сведения
02 Структура и органы управления
03 Документы
04 Образование
05 Образовательные стандарты
06 Руководство. Педагогический состав
07 Материально-техническое обеспечение и оснащенность образовательного процесса
08 Стипендии и иные виды материальной поддержки
09 Платные образовательные услуги
10 Финансово-хозяйственная деятельность
11 Вакантные места для приема(перевода)
12 Сайты педагогов
13 Доступная среда
14 Международное сотрудничество
Антикоррупционная деятельность
Антитеррористическая безопасность
Воспитателям
Гостевая книга
Краткая презентация ООП ДОУ на 2020-2021 учебный год
Наш сад
Осторожно,грипп
План по устранению недостатков в ходе НОКО на 2020год
Служба психолого-педагогического сопровождения
фотогалерея
Фотоотчеты
Get Adobe Flash player
Аннотация к рабочей программе по чувашскому языку 8 класс

Аннотаци

 8 класс

Чăваш чĕлхи

Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви 2005 çулта çирĕплетнĕ вĕренÿ планĕ тăрăх чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхе вĕрентме 8 класра эрнере 2 сехет уйăрнă.

Ку программăна Чăваш Республикин вĕрентÿ министерстви усă курма сĕннĕ: И. А. Андреев профессор 2013 çулта чăваш шкулĕн 5-9 класĕсем валли  хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи тĕслĕх программине» тĕпе хурса йĕркеленĕ.

Вĕренÿ материалне çапла пайланă: 8 класс (70 сехет), çыру ĕçĕ – 12 (диктант – 6, изложени – 4,  сочинени – 2).

Вĕренÿ учебникĕ: И. А. Андреев. Чăваш чĕлхи: 8-9-мĕш класс валли.– Шупашкар: 2010.

Хушма литература: 1.Виноградов Ю. М.. Хăнăхтару пуххи: 8-9 кл. валли. – Шупашкар: 2008.

  2.Л. Г. Петрова. 8 -9 классенчи чăваш чĕлхи урокĕсем.-  Шупашкар: - 2007

  3. Петрова Л. Г.,ЕгороваВ. А. Диктант пуххи. V-XІ классем валли. – Шупашкар, 2006ç.

4.Брусова Г.Ф. Изложени тексчĕсен пуххиĕ –Шупашкар, 2005,

5. Л. П. Сергеев, И. Г. Яковлева.  Сăмах диктанчĕсем. – Шупашкар, 2006,

6. Данилова М. Г., Табакова М. З.  Сочинени евĕр изложени текчĕсен пуххи. Чăваш шкулĕн  V-XІ класĕсем валли.-  Шупашкар: 2007

7.  Петрова Л. Г. Текст: тишкерӱ ыйтăвĕсем, ĕçсем. 6-9 классем валли. – Шупашкар, 2011.

 

 «Чăваш чĕлхи» предметăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем:

- вĕренекенсен калаçăвĕпе çырăвне аталантарасси тата тĕрĕс те илемлĕ вулама хăнăхтарасси;

- вĕренекенсен калаçăвне тĕрĕс йĕркелесси;

- ачасене сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕрентесси тата вĕсен лексикине пуянлатасси;

- вĕренекенсен логикăллă шухăшлавне аталантарасси;

- вĕренекенсене фонетика: лексика: грамматика никĕсĕсемпе тата чĕлхе наукин тĕп ыйтăвĕсемпе: чĕлхен общество пурнăçĕнчи вырăнĕпе паллаштарасси;

- орфографипе пунктуаци хăнăхăвĕсене çирĕплетесси;

- уроксенче ачасен çыхăнуллă калаçăвне аталантарасси;

- тăван чĕлхене юратма,  чĕлхе урокĕсенче илнĕ пĕлÿпе ÿлĕмрен пурнăçра,  ĕçре усă курма хăнăхтарасси;

- грамматикăн кашни темине вĕрентнĕ чух ачасене литература чĕлхин çирĕпленнĕ нормисемпе паллаштарасси: пуплеве çав нормăсене пăхăнса йĕркелеме вĕрентесси.

 

VШ класс пĕтерекен ачасен мĕн-мĕн пĕлмелле:

_ сăмах майлашăвĕпе предложени уйрăмлăхĕсене ăнлантарма;

_ анлă сăмах майлашăвĕсене ансăррисенчен уйăрма;

_ пуплеври сăмах çыхăнăвĕн мелĕсене палăртма;

_ предложенири шухăш тĕшшине тупма (ыйту тăрăх та: шухăш тĕшшине палăртмалли мелсем тăрăх та);

_ предложенири сăмахсене предложенин содержанине кура вырнаçтарма;

_ ыйтăва сăпайлăрах тума;

_ предложенин темипе ремине тупма;

_ предложени членĕсене тата вĕсен çыхăнăвне палăртма;

_ хутсăр предложенире чарăну паллисене тĕрĕс лартма: вĕсене ăнлантарма;

_ тÿрĕ пуплеве тÿрĕ марринчен уйăрма.

Синтаксисра та программăна кĕртмелли çĕнĕлĕхсем пур. Вĕсенчен кирлĕреххи «Предложенин шухăш тытăмĕ» текен ыйту.

Пуплевре эпир предложение грамматикăшăн мар: пĕр-пĕр шухăша палăртас тĕллевпе йĕркелетпĕр. Шухăша палăртман (содержанисĕр) предложени çук, пулма та пултараймасть. Предложени содержанийĕшĕн вара икĕ япала тĕп вырăнта тăрать, мĕн çинчен калас тени тата ун çинчен пĕлтерни. Пĕрремĕшне кĕскен тема, иккĕмĕшне рема теççĕ. Кун çинчен уçса памаллах.

Предложенири сăмахсен çыхăнăвне те хальчченхи пек мар, урăхларах ăнлантарас пулать. Подлежащиех акă сказуемăйпа кăна мар, унăн ушкăнĕпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнма пултарать. Сказуемăй та çавнашкалах.

Сăмахсем çыхăнăвĕ çинчен калаçнă чухне вĕсем предложенире мĕнле член пулнине те асăнма кирлĕ мар. «çыхăну» тени вăл пуплев пулăмĕ, «член»,«пуплев пайĕ» тенисем чĕлхе наукинчи ăнлавсем. Вĕсене пĕр-пĕринпе хутăштарни ыйтăва пăтраштарать кăна.

Предложенири сăмахсен çыхăнăвне «член» текен ăнлава çыхăнтарса пуплеве эпир пĕлтерĕшсĕр сыпăксем çине пайлама тытăнатпăр. Акă темиçе тĕслĕх:

Савăнăçне ниçта чикеймест çын (Уяр) – подлежащие сказуемăйпа кăна çыхăнтарсан «çын чикеймест» пулса тухать. Анчах та калаçу кунта çын чикейменни çинчен мар, вăл савăнăçне ниçта чикейменни çинчен пырать. Шухăшĕ тăрăх, апла пулсан, подлежащи сказуемăй ушкăнĕпе пĕтĕмĕшлĕн кăна çыхăнать. Акă вăл çыхăнăвăн схеми:

  Савăнăçне  ниçта  чикеймест  çын.

Ивук ашшĕ ĕлĕкрех чухне йышлă çемьеллĕ те юрлă пурнăçпа пурăнакан çын пулнă (Уяр) – ку тĕслĕхре те подлежащи (ашшĕ) сказуемăйпа (çын пулнă) уйрăммăн мар: унăн ушкăнĕпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнать.

Вилнĕ мар-и текен ача чĕп-чĕрĕ (Уяр) – кунта вара подлежащи (ача) пĕччен мар,  хăйĕн ушкăнĕпе кăна сказуемăйпа çыхăнать:

   Вилнĕ мар-и текен ача чĕп-чĕрĕ.

Тĕслĕхсем çакна çирĕплетсе параççĕ: предложенири сăмахсен чăн-чăн çыхăнăвне тупма хăнăхтарни кирлех (унсăрăн предложени содержанине те тĕрĕс ăнланма çук), анчах та çав çыхăнăва членсем урлă палăртма май килмест.

Предложенири сăмахсен çыхăнăвне тĕрĕс палăртни кĕçĕн членсене уйăрнă чухнехи йывăрлăхсенчен те хăтарать. Халĕ эпир 3 тĕрлĕ кĕçĕн член çинчен калаçатпăр – определени: дополнени: обстоятельство. Определени япала ятне: дополненипе обстоятельствăсем ытти пуплев пайĕсене ăнлантараççĕ тетпĕр. Урăхла каласан: синтаксис пулăмĕсене каллех морфологи урлă ăнлантарма тытăнатпăр. Ку хăех хирĕçÿллĕ.

Анчах та пуплев юхăмĕнче пĕр сăмах тепĕр сăмахпа кăна мар: сăмах майлашăвĕпе е предложенипе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнма пултарать. Акă 1-2 çавнашкал тĕслĕх:

             çуркуннепе çул усал (М. Фед.)

             Эрнере çичĕ кун: талăкра 24 сехет.

Мĕнле член тес вара çакăн йышши тĕслĕхсенчи палăртнă сăмахсене$ Вырăс тĕпчевçи Н.Ю.Шведова вĕсене детерминант тет. çапах та детерминант çинчен калаçни те ыйтăва хирĕçÿсĕр уçса пама пулăшаймасть. çыхăну енчен предложенири сăмахсем пурте пĕрешкел _ кĕçĕн член текеннисем те: тĕп членсем те. Пурте вĕсем тепĕр сăмахпа та: сăмах майлашăвĕпе те çыхăнма пултараççĕ. Предложени членĕсем çинчен тахçантанпа çирĕпленнĕ традицирен уйрăлас мар тенипе кăна калаçма пулать.

Унчченхи пекех: программăри хăш-пĕр ыйтусене çăлтăрласа панă. çăлтăрсăррисем - пурте вĕренмеллисем. Вĕсем предметăн пĕлÿлĕх никĕсĕ шутланаççĕ. çăлтăрлисем - ытларах пĕлес текеннисем валли.

Вĕрентекенсене программăна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсене уйрăмах тимлĕ пăхма сĕнес килет. Ку çĕнĕлĕхсем чĕлхемĕрĕн тытăмне тĕрĕсрех: вырăсларах каласан: адекватлăрах ăнлантарма кирлĕ. Вĕсем тата чĕлхемĕрĕн хутшăнури пĕлтерĕшне те тарăнлах ăнланса илме пулăшĕç. Ку енĕпе синтаксисра хутсăр предложенин шухăш тытăмĕ çинчен калаçни усăллă пулассăн туйăнать.

Хутлă предложенисен шухăш тытăмĕ çинчен программăра асăнман. Сыпăнуллă е союзсăр хутлă предложенисен шухăш тытăмĕ пирки тĕпчевçĕсем те халиччен çирĕп шухăш калайман. Пăхăнуллă хутлă предложенисен хăш-пĕр тĕсĕсем шухăш тытăмĕ енчен хутсăр предложени евĕрлех. Ăна пăхăнуллă предложенисен хутлă пĕрлĕхри вырăнĕ çинчен калаçнă май ăнлантарма пулать: ăнлантармалла та.

Программăра пуплеве аталантарас тĕллевпе ирттермелли ĕçсене чылайăшне литература урокĕсенче туса ирттермелле.

Вĕренекенсенчен чылайăшĕ 5:6-мĕш классенчех (тепĕр чух маларах та) сăвă-калав çырса хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслеме тытăнать. çак пархатарлă туртăма асăрхаса малалла аталантарса пымалла. Чĕлхе енчен кунта сăмах пуянлăхне ÿстересси: сăмахсен тÿрĕ е куçăмлă пĕлтерĕшĕсене уйăрма хăнăхтарасси: ытарлăхпа сăнарлăх туйăмне аталантарасси тивĕçлĕ вырăнта пулмалла.

Паллăрах тĕпчевçĕсемпе (И.Я.Яковлев, Н.И.Ашмарин, Н.И.Золотницкий, В.Г.Егоров, М.Р.Федотов) урокра паллаштармалла.

 

 

Уполномоченный по правам ребенка
Национальный проект "Образование"
Страничка профсоюза
ФГОС дошкольного образования
Послание Главы Чувашской Республики
Эколята-дошколята
Здоровое питание
Проект "Другое дело"
ПДД. Профилактика детского дорожно-транспортного травматизма
МЫ - ЮНЫЕ КАДЕТЫ
Методическая работа
Неделя чувашского языка-2021
Телефоны вызова служб экстренной помощи
Поддержка семей, имеющих детей
ВОСПИТАНИЕ
Послание Президента Федеральному Собранию
Азбука безопасности
Сурский оборонительный рубеж
2021 год - Год науки и технологий
Реквизиты
Rambler's Top100 TopList
2008-2011, Copyright © www.edu21.cap.ru - Все права защищены.

E-mail: support@edu21.cap.ru, Тел: (8352)45-16-23